Кӑҫал хӗл ӑшӑ тӑнипе тата ҫӗрлехи тата кӑнтӑрлахи сывлӑш температури хӑвӑрт ылмашса тӑнипе ҫулсем ытти ҫулхинчен маларах ванма пуҫлани пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ-ха. Ҫул-йӗрҫӗсем ҫанталӑк яри ӑшӑтасса кӗтмен — юсама тытӑннӑ. Ҫакӑн валли сивӗ асфальтпа усӑ кураҫҫӗ иккен. Ҫапла, ун пекки те пур.
Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле районӗсенче юсанӑ та ӗнтӗ. Шӑтӑк-путӑка сапланӑ вырӑнсене виҫнӗ те пӗтӗмӗшле 119 тӑваткал метрпа танлашнине палӑртнӑ. Хӑйсем пӑхса тӑракан ҫул ҫинче юсава «Чӑвашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «Ликта» обществӑсем пурнӑҫланӑ. Юсава ятарлӑ ҫул-йӗр техникине явӑҫтарнӑ.
Сусӑрсене патшалӑхӑн учрежденийӗсене тата ытти харпӑрлӑхлӑ организацисене кӗрсе ҫӳреме май туса парасси пирки калаҫаҫҫӗ-ха. Тахҫантанпах. Анчах Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч.
Темиҫе ҫул каялла ҫак темӑпа материал хатӗрленӗччӗ те, яваплисем ун чух Совет самани вӑхӑтӗнче туса лартнӑ ҫуртсенче сусӑрсен нушине шута илменнине пӗлтерни аса килет. Ара, вӑл вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра таса-сывӑ ҫынсем кӑна ҫуралнӑ пулать те, сусӑрсем лавккана кӗрсе тухассине, вӗсен ҫӳҫ кастарма каяс килнине, мунча кӗрес килнине, аптекӑна тухса эмел туянмаллине тата ҫавӑн йышши вун-вун ыйтӑва шутах хурсах кайман. Ятарлӑ ҫуртсем туса панӑ-ха…
Юлашки ҫулсенче патшалӑх пирӗн хушӑмӑрта сусӑрсем те пуррине аса илчӗ темелле. Предприяти-организацисене кӗме пандуссем вырнаҫтарма пуҫларӗҫ. Анчах вӗсенчен хӑшӗсене ячӗшӗн кӑна тунӑн туйӑнать. Чирлӗ ҫын мар, сывви те хӑшӗсемпе хӑй тӗллӗн хӑпараймӗ.
Ҫак пӗтӗмлетӗве Этем правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй аппарачӗ Кручинин Йӗпреҫре пулнӑ чух тепӗр хут курса ӗненнӗ.
Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫри культура ҫуртӗнче «Чӑваш пики — 2014» конкурс иртнӗ. Районти 6 ял тӑрӑхӗнчи 9 пике хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Диана Козлова (Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗ), Анжела Анисимова (Пучинке ял тӑрахӗ), Луиза Ильина (Шӑрттан ял тӑрахӗ), Валентина Васильева (Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗ), Мария Савельева (Кирово ял тӑрӑхӗ), Вера Архипова (Энтриел ял тӑрӑхӗ), Анжела Прохорова (Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗ), Алиса Васильева (Пучинке ял тӑрӑхӗ), Эльвира Бронникова (Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗ) пилӗк конкурсра ӑмӑртнӑ. Малтанах хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Иккӗмӗш конкурсра кӑткӑс ыйтусене хуравланӑ. Виҫҫӗмӗш конкурсра юрӑ-ташӑ пулнӑ. Унтан хӗрсем чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Ӑна вӗсем хӑйсем хатӗрленӗ. Юлашки конкурсра пикесем хитре кӗпесем тӑхӑнса утнӑ.
Паллах, кашни хӗр малти вырӑна йышӑнма тивӗҫ. Анчах ҫӗнтерӳҫе палӑртмаллах. Пӗтӗмлетӳсене Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Анисимов тата Культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Йӗпреҫсем хӑйсен ентешне астӑваҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем юбилее паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ялти вулавӑшра поэт пултарулӑхӗпе пурнӑҫне уҫса кӑтартакан уҫӑ альбом тунӑ.
Ҫемен Элкер — сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург, публицист. Унӑн хайлавӗсене чылай чӗлхепе куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене чӑваш литературин кӗнекине, хрестоматине кӗртнӗ май ачасем юратса вулаҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем Ҫемен Элкер ятне нихӑҫан та манмӗҫ.
Поэт ҫуралса ӳснӗ урам, вӑл вӗреннӗ тата ӗҫленӗ шкул унӑн ячӗпе хисепленеҫҫӗ. Шкулта Ҫемен Элкер ячӗллӗ музей пур. Унта — сӑвӑҫӑн алҫырӑвӗсем, ҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗкӗсем, картинисем, хальхи поэтсен, унӑн тӑванӗсен асаилӗвӗсем. Семен Васильевич ҫуралса ӳснӗ пӳрт умӗнче асаилӳ палли вырнаҫтарнӑ.
Поэт юбилейне уявлас тӗлӗшпе Йӗпреҫре чылай мероприяти иртмелле.
Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Йӗпреҫри «Патвар» вӑй-хал культурин тата сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра СССР спорт мастерне Орест Маркиянова халалласа ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе республика турнирӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва Чӑваш Республикинчи 209 спортсмен хутшӑннӑ.
Ҫак кун спортсменсене Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров, Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Егоров, «Патвар» физкультура комплексӗн директорӗ Алексей Кузьмин, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн физкультурӑпа спорт кафедрин доценчӗ Андрей Орлов, СССР спорт мастерӗ, тӗнче категориллӗ судья, ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Юрий Алексеев саламланӑ, кӗрешӳҫӗсене ӑнӑҫу суннӑ. Орест Маркиянов пирки чылай ӑшӑ сӑмах янӑранӑ. Вӑл Кӗлӗмкассинче ҫуралнӑ. Орест Александрович — спортсмен, педагог, профессор, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Унӑн пултарулӑхӗ пирки нумай калама пулать. Вӑл — чӑваш кӗрешӳҫисен йышӗнче пӗрремӗш СССР спорт ӑсти, РСФСР чемпионӗ, Чӑваш Енре ирӗклӗ кӗрешӳ шкулне йӗркелекенӗ, 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ…
Ӑмӑрту харӑсах икӗ кавир ҫинче 11 виҫе категорийӗнче иртнӗ.
Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тата вӗренекенсен патриотла ӑнланулӑхне йӗркелес тӗллевпе Йӗпреҫ районенчи Пучинкери вӑтам шкулта шкулта кашни ҫулах халӑх хушшинчи хӳтӗлевпе спорт ӗҫӗн уйӑхлӑхне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та вӑл кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 23-мӗшӗччен пырӗ. Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче шкулта хӑюлӑх урокӗсем, класс сехечӗсем, ҫар тата тӑван ҫӗре хисеплес темӑпа конкурссем, ҫавӑн пекех тӗрлӗрен савӑнӑҫлӑ мероприятисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ.
Акӑ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче «Янӑра, салтак юрри — 2014!» юрӑ фестивалӗ иртрӗ. Кӑҫалхипе 7-мӗш хут пуҫтарчӗ вӗренекенсене ҫак фестиваль. Шкулӑн пуху залӗ 6 урок хыҫҫӑн ачасен хаваслӑ сассипе тулчӗ. Кунта вӗренекенсемсӗр пуҫне вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем, ӗҫ ветеранӗсем те килнӗ. Сцена ҫине умлӑн-хыҫлӑн 1-мӗш класра вӗренекенсенчен пуҫласа 11-мӗш класра вӗренекенсем хӑпарчӗҫ, тӗрлӗ вӑхӑтри салтак юррисене шӑрантарчӗҫ. Кашни класӑн хӑйӗн тумӗ: пӗрисем — моряксем, вӗсем тинӗс салтакӗсен юррине юрларӗҫ, теприсем — летчиксем, вӗҫевҫӗсен юррине юрларӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем — танкистсем, пограничниксем тата ытти те.
Нарӑсӑн 15–16-мӗшӗсенче Йӗпреҫ районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ аэродром патӗнче сноукайтинг енӗпе республикӑри ӑмӑрту иртмелле. Спортӑн ҫак енӗ виндсерфинга, серфинга и вейкбординга пӗрлештерет темелле.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тикӗс мар вырӑнсемпе — хирсемпе вӑрмансем, ҫырма-ҫатра урлӑ — тупӑшма тивӗ. Пӗтӗмӗшле инҫӗш 40 ҫухрӑмпа танлашмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тупӑшу икӗ дивизионта иртӗ: йӗлтӗрпе тата сноубордпа.
Иртнӗ уйӑхӑн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫри этнографи музей комплексӗнче авалхи халӑхсен «Ӗмӗртен ӗмӗре» ятпа авалхи халӑхсен ҫеммисен фестивалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри тата Мӑкшӑ Республикинчи ушкӑнсем пухӑннӑ. Мероприятие мӑкшӑ халӑхне ҫутта кӑларнӑ Макар Евсевьев ҫурланӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фестиваль уҫӑлнӑ ятпа музейре Чӑваш Республикин халӑх художникӗн Виктор Немцевӑн тата «Паха тӗрӗ» фабрикӑн ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Сӑмах май, фестиваль вӑхӑтӗнче хӑнасен иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенчи хӗрарӑмсен тата арҫынсен ҫипуҫне юсаса ҫӗнетнӗ «Ӗлӗкхи чӑваш кӗпи» коллекцийӗпе паллашма май килнӗ.
Хӑнасене асӑннӑ районти Чӑваш Тимешри «Эревет» фольклор коллективӗ юрӑсемпе кӗтсе илнӗ.
Уява тӗрлӗ тӳре-шара та пырса ҫитнӗ паллах. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов, Мӑкшӑ Республикин наци политикин министрӗ Анатолий Чушкин, асӑннӑ регионӑн культура тата туризм министрӗн ҫумӗ Николай Храмов тата ыттисем пулнӑ. Хӑнасем мӑкшӑсен Чӑваш Енри культура центрӗн ертӳҫине Владимир Седойкина ертӳҫине халӑхсем хушшинчи килӗшӳшӗн тесе юбилей медалӗпе чысланӑ.
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта шахмат турнирӗ иртрӗ. Ӑна Пучинке ялӗнчи «Красный партизан» (чӑв. Хӗрлӗ партизан) колхоз хуҫалӑхне 28 ҫул ертсе пынӑ Андреев Гурий Андреевича халалласа ирттерчӗҫ. Турнира йӗркелесе пуҫарса яраканӗ тата спонсорӗ — Владимир Гурьевич усламҫӑ, Гурий Андреевичӑн ывӑлӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, ӗҫлесе пурӑнать, «Аратрика» стройфирмӑн тӗп директорӗ.
Пӗрремӗш хут ҫак турнир Гурий Андреевич ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Йӗпреҫ поселокӗнчи шахмат клубӗн членӗсем тата Пучинке ял тӑрӑхӗнчи ҫак вӑййа кӑмӑллакансемпе шкулта вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртекен турнира Владимир Гурьевич хӑй вӗренсе тухнӑ тата ӗҫленӗ тӑван шкулӗнче ирттерме палӑртнӑ. Паян ӑмӑртура 40 ытла вӗренекен ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме тупӑшрӗ. Судья тивӗҫне Гурий Андреевич мӑнукӗ, Андреев Андрей, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Университечӗн энергетикӑпа электротехника факультечӗн 5 курс студенчӗ чыслӑн пурнӑҫларӗ.
Ӗнертенпе пирӗн республикӑра тава тивӗҫлисен йышӗ хутшӑннӑ. Ҫӗршыв тата республика шайӗнчи наградӑна тивӗҫнисен хушшинче тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансем пур. Вӗсене чыслама хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйсен ӗҫӗнче ҫитӗнӳ уйрӑмах тунисене асӑнса хӑварнӑ. Акӑ, сӑмахран, Президентӑн пепкелӗх центрӗн акушер-гинекологӗ Татьяна Дерипаскӑна илес тӗк, вӑл — амӑшӗсемпе ачисене виҫӗ шайлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрес ӗҫе республикӑра йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри. Е тата Йӗпреҫри район пульницин хирургӗ Юрий Андреев — тӗрлӗ операцин тӗлӗнмелле технологийӗсен 10 патент авторӗ. Комсомольски районӗнчи Александровкӑри шкул вӗрентекенӗ Сергей Антонов вара ачасене Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсем валли хатӗрлесе ҫӗнтерӳҫӗсем ӳстерет.
Чыс-хисепе тивӗҫҫисем чылаййӑн пулнӑ. Маларах асӑннӑ Татьяна Дерипаско «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Ҫак орден медалӗ «Брындинсен типографийӗ» директорне Анатолий Брындина тивӗҫнӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗн тӗп врачне Татьяна Мизурована «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |